Авланасси — Качча каясси

 

12796Авӑн ҫапса курман ҫынна авланма хушман.Авланасси — Качча каясси
12797Авӑнса курмасӑрах ан авлан.Авланасси — Качча каясси
12798Авланас вӑхӑт нихҫан та иртмест.Авланасси — Качча каясси
12799Авланас ӗҫре васкама хушман.Авланасси — Качча каясси
12800Авланас йӗкӗт пулас хунямӑшӗнчен шиклентӗр тенӗ.Авланасси — Качча каясси
12801Авланас ҫыннӑн ыйхи вӗҫет.Авланасси — Качча каясси
12802Авланас тенипех туй пулмасть.Авланасси — Качча каясси
12803Авланас тесен укҫа миххипе суя миххи ҫеҫ кирлӗ.Авланасси — Качча каясси
12804Авланасси автан тукмакӗ ҫиесси мар.Авланасси — Качча каясси
12805Авланасси автанла авӑтасси мар.Авланасси — Качча каясси
12806Авланасси ака тӑвасси мар, нихҫан та кая юлмасть.Авланасси — Качча каясси
12807Авланасси йывӑр мар та, хӗр тупасси тамаша.Авланасси — Качча каясси
12808Авланиччен авалхи ҫынпа канаш ту.Авланасси — Качча каясси
12809Авланиччен авланас, авлансассӑн кулянас.Авланасси — Качча каясси
12810Авланиччен автан хуйхи, авлансассӑн ар хуйхи.Авланасси — Качча каясси
12811Авланиччен алӑ пус, авлансассӑн ахалех.Авланасси — Качча каясси
12812Авланиччен алӑ хут уйласа пӑхма хушнӑ.Авланасси — Качча каясси
12813Авланиччен амӑш ывӑлӗ, авлансассӑн хунӗ ывӑлӗ.Авланасси — Качча каясси
12814Авланиччен ӑс та кӗрӗ, пӑс та кӗрӗ.Авланасси — Качча каясси
12815Авланиччен вунӑ хӗр, авланма тытӑнсан пӗрре те ҫук.Авланасси — Качча каясси
12816Авланиччен кӗмен ӑс ватӑлсан тин кӗрес ҫук.Авланасси — Качча каясси
12817Авланиччен пӗр шухӑш, авлансассӑн ҫӗр шухӑш.Авланасси — Качча каясси
12818Авланиччен пҫам! пҫам!, авлансан прес! Прес!Авланасси — Качча каясси
12819Авланиччен туйманни авлансассӑн туйтарать.Авланасси — Качча каясси
12820Авланма пӗлнӗ, пурӑнма пӗл.Авланасси — Качча каясси
12822Авланман арҫын автана тухнӑ.Авланасси — Качча каясси
12823Авланман хусахран кулма хушнӑ.Авланасси — Качча каясси
12821Авланман, ар нушине ӑнланман.Авланасси — Качча каясси
12824Авланмасӑр айванлӑх пӗтмест.Авланасси — Качча каясси
12825Авланмасӑр ӗмӗре ирттернӗ ҫынна ҫылӑхлӑ теҫҫӗ.Авланасси — Качча каясси
12826Авланнӑ ҫын ар шутне кӗрет.Авланасси — Качча каясси
12827Авланнӑ ҫынна евчӗ кирлӗ мар.Авланасси — Качча каясси
12828Авланнӑ ҫынна улахра вырӑн ҫук.Авланасси — Качча каясси
12829Авланнӑ ҫыннӑн ҫуначӗ усӑнать.Авланасси — Качча каясси
12830Авланнӑ чух пурте пуян.Авланасси — Качча каясси
12831Авлансан ҫӗр кӗскелет теҫҫӗ.Авланасси — Качча каясси
12832Авлансан ҫын вара орлӑ сак хошшине хӗстерет.Авланасси — Качча каясси
12833Авлансан хитре хӗр нумай, лайӑх арӑм сахал.Авланасси — Качча каясси
12834Автанӗ авӑтсан авланма юрать вара.Авланасси — Качча каясси
12835Ансат авланакан йывӑра юлнӑ.Авланасси — Качча каясси
12836Арӑм иличчен хӗрех ил, арӑм малтанхи упӑшкине ырлать.Авланасси — Качча каясси
12838Арӑм туянатӑн — мӑн хӑмӑт тӑхӑнатӑн теҫҫӗ.Авланасси — Качча каясси
12837Арӑм туянни — тимӗр кутамкка ҫакни тет.Авланасси — Качча каясси
12839Арне пӑхса качча кай.Авланасси — Качча каясси
12841Аслӑ ҫын ӗҫчен хӗр шырать, айванни хитре хӗр шырать.Авланасси — Качча каясси
12840Атӑллӑ ача пушмаклӑ хӗре пӑхать, пушмаклӑ хӗр атӑллӑ ачана пӑхать.Авланасси — Качча каясси
12842Васканӑ хӗр ватта кайнӑ.Авланасси — Качча каясси
12843Васканӑ хӗр урҫана тет.Авланасси — Качча каясси
12844Икӗ тӑван пӗрлешсен нихҫан та ырлӑх курмаҫҫӗ теҫҫӗ.Авланасси — Качча каясси
12845Йӑхне пӑхса качча тух теҫҫӗ.Авланасси — Качча каясси